Шухăша яракан кĕнеке
Автор: Национальное телевидение Чувашии
Загружено: 22 февр. 2023 г.
Просмотров: 119 просмотров
«Вилĕмсĕр кăйкăр юрри», «Ан тăк куççуль, аннеçĕм», «Сар Иван», «Леш тĕнчерен» роман дилоги тата ытти те. Палăртнă хайлавсене Афганистан темине халалланă. Анатолий Ефимов-Хмыт прозăра та, поэзире, драматургире те Афган вăрçин тискерлĕхне, вăл кӳнĕ хаярлăхăн сăн-сăпатне пĕрре мар вулакан патне кăларнă. Çĕнĕ кĕнĕкене те автор çак темăпах çыхăнтарнă. «Турай» романăн хаклавĕ Чăваш Наци библиотекинче иртрĕ. Анатолий Ефимов Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1982 – 1984-мĕш çулсенче вăл Афганистанра çар хĕсметĕнче тăнă, вăрçа хутшăннă. Çак хисепсĕр вăрçăн нуши тертне вăл хăй чăтса ирттернĕ. АНАТОЛИЙ ЕФИМОВ: "Афганистан ман пурнăçра пысăк йĕр хăварчĕ. Çак роман ĕнтĕ ман хамăн пурнăç теллевĕ тесе шутлатăп. Хамăн пурнăç тĕллевне пурнăçларăм. Ку романпа Афганистан çинчен çырма пăрахасшăнчĕ, анчах шăпаран аякка иртейместĕн. Афганистанран тухаймастăп эпĕ. Халь тата çĕнĕ кĕнеке пуçларăм эпĕ". «Турай» – Афган вӑрҫинче пулса иртекен сӑнарсен кун-ҫулне, йӑли-йӗркине тата ҫыннӑн шухӑшлавне тыткӑнлакан роман. Кĕнеке авторӗ хӑй те Афган ҫӗрӗ ҫинче тем те курма пултарнӑ пулин те романа приключениллӗ тесе палăртнă. ОЛЬГА КУЛИКОВА: "Ку кĕнекере, чăннипех те, Анатолий Дмитриевичăн пултарулăхĕ хăпарса пыни сисĕнет. Роман вулама пуçласанах хăйĕн сюжечĕпе туртса кĕрсе каять. Вуласа пытăм та чăвашсен улăп паттăрĕ евĕрлĕрех те, кунта вăл икĕ пуçлă çĕлене те вĕсем пăвса пĕçерсе çиеççĕ вĕлерсе. Унта тĕрлĕрен çакăн пек паттăрла кăтартать ăна вăл". Романри лару-тăру çирĕммĕш ĕмĕр вĕçĕнче Шупашкарта пуçланать. Турай, романри тĕп сăнар, салтака, унтан Афганистана лекет. Тăхăр çула пынă вăрçă ыран-паян чарăнмалла, Совет çарĕ тăван çĕршыва таврăнма хатĕрленет. Çарти тата пурнăçри тĕрĕсмарлăх качча хĕсĕрлет. Вăл çут тĕнчере пыракан чарусăр вăрçа хирĕç тăрать. ОЛЬГА АВСТРИЙСКАЯ: "Паллах, унăн юлташĕсем те пур, савнă хĕрĕ те. Вĕсем те ăна пулăшса пыраççĕ темелле. Чылай чухне вĕсем пирки шухăшласах вăл малалла талпăнать. Романра тĕрлĕ фантасмагориллĕ ĕçсем те пулса иртеççĕ. Ал-ура хăй тĕллĕнех этемсĕрех чупса çӳрени те тĕл пулать. Пĕрре кăна мар". ВЛАДИМИР СТЕПАНОВ: "Пире çывăх темăсем, пире шухăшламалли япаласем питĕ нумай. Вăл теологипе те çыхăннă. Кунта христианство, мусульмансем, пирĕн хамăр ĕлĕкхи халăх тĕнĕ тăрать. Вĕсем мĕнле çыхăнса, аталанса пыни питĕ кăсăклă". Çынсене вăл Турă ĕненĕвĕпе юрату витĕр пурнăç пархатарне курма вĕрентет. Романри сăнарсем тĕрлĕ лару-тăрăва лекеççĕ. Çамрăк хĕрсемпе каччăсен чĕрисенче çунакан хăват тĕнчери пур чăрмава çĕмĕрсе çиеле тухать, усал-тĕселе çĕнтерет, ниме пăхмасăр телейлĕ пулма вĕрентет.

Доступные форматы для скачивания:
Скачать видео mp4
-
Информация по загрузке: