Чечек вырăнне ача
Автор: Национальное телевидение Чувашии
Загружено: 24 авг. 2022 г.
Просмотров: 74 просмотра
Çулсерен республикăра «Чечек вырăнне ача» акци иртет. Чылай вĕренӳ учрежденийĕнче ăс пухакансем Аня Чижова ячĕллĕ ырă кăмăллăх фончĕ пуçарнă йăлана кăçал та хастар хутшăнма палăртать. Кашниех вĕрентекенсем валли чечек çыххи туянас вырăнне йывăр чирлĕ ачасене пулăшма пултарать. Пухнă укçапа апат-çимĕç, эмел, сиплев хатĕрĕсем туянаççĕ.
Анна Маркина 3 çул каялла ачине шкула янă чухне пĕрремĕш хут çак ырă пуçару пирки пĕлнĕ. Тӳрех унта хутшăнма кăмăл тунă. Кăçал та Маркинсем ытти шăпăрлансемпе пĕрле Пĕлӳ кунне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
АННА МАРКИНА: «Эпир çак акцине 1-мĕш классранах хутшăнатпăр. Ачасем ырă ĕç тунăшăн савăнăçлă, пулăшасшăн. Вĕсем мĕн тунине ăнланаççĕ».
Юлашки 5 çулта Аня Чижова ячĕллĕ фонд пулăшăвĕпе усă курса йывăр чирленĕ 114 ачана вăхăтлăха та пулин пулăшма пултарнă. Çĕнĕ вĕрнӳ çулĕ умĕн иртекен пуçарăва хутшăнакансем халиччен 2 миллион тенкĕ пухнă. Унпа усă курса чирлисем валли тĕрĕс апатланмалли çимĕçсем, реабилитаци иртме пулăшакан хатĕрсем, эмелсем туяннă.
АНАСТАСИЯ ЛЬВОВА: «Кашни çул Аня Чижова ячĕллĕ фондра «Чечек вырăнне ачасем» пуçару иртет. 1-мĕш сентябрьте ачасен ашшĕ-амăшĕсем вĕрентекене пĕртен пĕр чечек парнелеççĕ. Перекетленĕ укçана фонда ярса параççĕ».
Çак ырă пуçару Чăваш Енре 2017-мĕш çултанпа пырать. Кăçал Аня Чижова ячĕллĕ фонд тепĕр 19 ачана пулăшма тĕллев лартнă. Шупашкарти 50-мĕш шкул кашни çулах çак акцие хастар хутшăнать.
ВАЛЕРИЙ КУЗЬМИН: «Чечек вырăнне ачасем» акцине пирĕн шкул ачисем 6 çул хутшăнаççĕ. Кашни çул çак акцине хутшăнакан ачасен шучĕ ӳссе пыни савăнтарать. Вĕсем шухăшласа хутшăнаççĕ. Пире – вĕрентекенсене питĕ савăнтарать».
Аня Чижова ячĕллĕ фондран пулăшу ыйтакансем йывăр чире парăнтараймаççĕ пулин те республикăра пурăнакансен ырă кăмăлне туяççĕ. Акцие кашниех хутшăнма пултарать

Доступные форматы для скачивания:
Скачать видео mp4
-
Информация по загрузке: