Анжелика - Эпӗ пуян туссемпе ( чувашская песня ) Премия ЮТВ 2024
Автор: Анжелика Михайлова
Загружено: Дата премьеры: 24 нояб. 2024 г.
Просмотров: 1 567 просмотров
Чувашская песня
ЭПӖ ПУЯН ТУССЕМПЕ
1. куплет:
Тусăмсем пěрле пуçтарăнсан,
Пурăнма, чăнах та, пит аван.
Килĕм-çуртăм хĕвелпе тулать,
Туслăх иксĕлми хăват парать.
Тусăмсем пěрле пуçтарăнсан,
Пĕр-пĕрне çур сăмахран туйсан,
Хĕмленсе тапать вěри чěре,
Юрататăп, тусăмсем, сире.
Припев :
Çĕнĕ тус тупсан,
Киввине ан ман,
Çук пулсан, шыра,
Астуса упра.
Тусăн хакĕ çук,
Тусăн шучĕ çук.
Тусна ан пăрах,
Юлмăн эс хăрах.
2 куплет
Тусăмсем пěрле пуçтарăнсан,
Уявпа чунтан саламласан,
Юрлăп юррăма хавхаланса,
Ташлаттарăп вăйлăн, çунтарса.
Тусăмсем, эп сирěнпе пуян,
Туслăх ан вěçлентěр нихăçaн.
Калаçар хевтеллĕн, кăмăлпа,
Пулăшар ĕçпе, ыр сăмахпа.
Припев :
Çĕнĕ тус тупсан,
Киввине ан ман,
Çук пулсан, шыра,
Астуса упра.
Тусăн хакĕ çук,
Тусăн шучĕ çук.
Тусна ан пăрах,
Юлмăн эс хăрах.

Доступные форматы для скачивания:
Скачать видео mp4
-
Информация по загрузке: